
Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗнче савӑнмалли сӑлтав тупӑнсах тӑрать. Асӑннӑ отрасль темле фестиваль те шухӑшласа кӑларма ӑста. Сӑра фестивалӗ иртсе кайнӑччӗ ҫеҫ халӗ тата «Медовый путь Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн пыл ҫулӗ) агротуризм фестивальне (илемлӗ те илӗртӳллӗ янӑрать) чӗнеҫҫӗ.
Ку мероприяти Шупашкарти «Пехет» агромаркетра ҫурла уйӑхӗн 17-21-мӗшӗсенче пулса иртӗ. Унтан вӑл Канаш тӑрӑхне куҫӗ. Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче фестиваль асӑннӑ тӑрӑхри Ҫӗнӗ Шелттӗм ялӗнчи кооперативра пулӗ.
«Мелилотус» ял хуҫалӑх продукцине тирпейлекен кооператив патшалӑх пулӑшӑвӗпе: «Агротуризм» тата «Малашлӑх» грантсем пулӑшнипе — самай вӑйлӑ аталанать. Вӑл апат-ҫимӗҫе астивсе пӑхмалли зал, кафе тата магазин уҫнӑ.

Канаш округӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ юлашки ветеран пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Мария Назарова 98 ҫулта пулнӑ.
Мария Александровна Псков облаҫӗнче ҫуралнӑ. 1941 ҫулта нимӗҫсем вӗсен хули патне ҫывхарсан эвакуаци пуҫланнӑ. Вӑл амӑшӗпе, кукамӑшӗпе тата виҫӗ пӗртӑванӗпе тӑван тӑрӑхӗнчен тухса кайнӑ. Эвакуаци вӑхӑтӗнче вӗсене совет салтакӗсем ҫитернӗ.
1943 ҫулта Мария Александровна виҫӗ ҫул аслӑрах тенӗ те хӑйӗн ирӗкӗпе фронта кайнӑ. Документсенче вӑл 1925 ҫулта ҫуралнине кӑтартнӑ. Хӗр ҫар-почта базине лекнӗ, ҫырусене малти линие илсе ҫитернӗ. Ҫӗнтерӗве вӑл Берлин ҫывӑхӗнче кӗтсе илнӗ.
1956 ҫулта Мария мӑшӑрӗпе Борис Иванович Назаровпа распределенипе Сума облаҫӗнчи Шостка хулине лекнӗ, унта «Импульс» ҫар савутӗнче ӗҫленӗ. Вӗсем хӗр ӳстернӗ.
Юлашки ҫулсенче Мария Александровна Канаш округӗнчи Шӑхасан ялӗнче пурӑннӑ.

Канаш муниципалитет округӗнче паян ҫӗрле пушар пулнӑ. Унта 200 ытла рулон утӑ ҫунса кайнӑ. Пушар Пукӑртан ялӗнче пулнӑ. Ҫулӑм 240 тӑваткал метр лаптӑка ярса илнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Республикинчи Тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак кунах Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗнче пӳрт ҫуннӑ. Канаш хулинче тата Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи Ҫатракасси ялӗнче мунчасене ҫулӑм ярса илнӗ.
Шупашкар хулинчи Уруков урамӗнче вара трактор хыпса илнӗ. Пушара ҫийӗнчех сӳнтернӗ. Анчах ҫулӑм мотор отсекне тата кабинӑна сиенлетме ӗлкӗрнӗ.

Канаш округӗнчи ЗАГС пайне Алексеевсене чыслама чӗннӗ. Николай Алексеевичпа Алевтина Николаевна пӗрле 55 ҫул пурӑнаҫҫӗ, вӗсем изумруд туя паллӑ тунӑ.
Вӗсен юратӑвӗ тӑван ялӗнчех, Ухманра, ҫуралнӑ. Вӗсем пӗрле ӳснӗ, пӗрле вӗреннӗ. Юрату туйӑмӗ вара ҫамрӑксен чӗринче Николай Алексеевич салтакран таврӑннӑ хыҫҫӑн хӗмленме тытӑннӑ.
Мӑшӑр ӗмӗр тӑршшӗпе тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ. Николай Алексеевич Ленин ячӗллӗ колхозра техника эксплуатацийӗ енӗпе инженерта тӑрӑшнӑ. Алевтина Николаевна вара Ухман вӑтам шкулӗнче кӗҫӗн классене вӗрентнӗ.
Алексеевсем виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ сакӑр мӑнукӗпе, икӗ кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнаҫҫӗ.

Канаш округӗнчи Усман Эскеровпа Дарья Садовская Мускав хулинче пӗрлешнӗ.
Ӗнер, Ҫемье тата юратупа шанчӑклӑх куненче, тӗп хуламӑрти Наци центрӗнче «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештерсе» форум иртнӗ, унта тӗрлӗ регионти мӑшӑрсем пӗрлешнӗ. Пирӗн Чӑваш Енрен Усман Эскеровпа Дарья Садовская кайнӑ.
Усманпа Дарья — юристсем, вӗссем чӑваш культурине упрама тӑрӑшаҫҫӗ: чӑвашла юрлаҫҫӗ, ҫулсерен Акатуя хутшӑнаҫҫӗ, тетрсемпе музейсене ҫӳреҫҫӗ.
Сӑмах май, иртнӗ ҫулсенче Мускавра иртнӗ «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештерсе» форума Шупашкар хулинчи Максим тата Анастасия Горскисем, Елчӗк округӗнчи Александр тата Анна Кривововсем, Тӑвай округӗнчи Анна тата Алексей Андреевсем, Шупашкар хулинчи Алексей тата Юлия Комлевсем хутшӑннӑ.

Канаш районӗнче 54 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Халӗ ӑна «Лиза Алерт» ҫӑлавпа шырав отрячӗн хастарӗсем шыраҫҫӗ.
Ҫухалнӑ арҫын ячӗ — Олег Иванович Базян. Вӑл Сиккасси ялӗнче пурӑннӑ. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче килтен таҫта тухса кайса ҫухалнӑ.
Арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, начар пӳ-силлӗ. ҫӳҫне шакла хыртарнӑ, куҫӗ хӑмӑр тӗслӗ. Килтен тухса кайнӑ чухне хура куртка, кӑвак шӑлавар, хурарах симӗс тӗслӗ атӑ, ҫӑрӑ тӗслӗ калпак тӑхӑннӑ. Арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ.
Ҫухалнӑ арҫынна куракансене 8 800 700-54-52 тӳлевсӗр номерпе е 89876687081 телефонпа шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ.
Утӑ уйӑхӗнче «Лиза Алерт» отряда Чӑваш Енри 26 ҫынна шыраса тупма пулӑшма ыйтса заявка ҫитнӗ.

Шупашкарта пурӑнакан Клавдия Майорова 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна юбилейпа саламлама Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Максим Гребёнкин тата хулари Мускав районӗнчи квартал уполномоченнӑйӗ ( ун пекки те пур иккен) Анна Калинина ҫитнӗ. Кинемее вӗсем ырӑ сӑмах каласа хавхалантарнӑ, сывлӑх суннӑ.
Клавдия Тихоновна Канаш районӗнчи Ачакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче госпитальте санитаркӑра ӗҫленӗ, аманнӑ салтаксене пулӑшнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Шупашкарти столовӑйсен трестӗнче 40 ҫул ытла ӗҫленӗ.
Хӗрарӑмӑн 4 ача, виҫӗ мӑнук, мӑнукӗсен виҫӗ ача.

Асӑрхануллӑ пулӑр: ҫӗленсем нумай! Республикӑра ҫӗлен сӑхнӑ тӗслӗх йышланнине палӑртнӑ ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви.
Иртнӗ канмалли кунсенче 7 тӗслӗхе шута илнӗ. Шар курнисен йышӗнче — Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш округӗсенче пурӑнакансем.
70 ҫулти арҫын утӑ пуҫтарнӑ вӑхӑтра ураран темӗн йӗп пек чикнине туйнӑ. Вӑл пушмакпа пулнӑ-ха, ҫапах хура ҫӗлен ӑна сӑхнӑ. 79 ҫулти хӗрарӑм пахчара ҫӗр ҫырли пуҫтарнӑ вӑхӑтра хура ҫӗлене асӑрхаса ӗлкӗреймен. 30 ҫулти хӗрарӑм та ҫырла пуҫтарнӑ чухне шар курнӑ. Вӑл уйра хура ҫӗлен ҫине пусса лартнӑ.
Тухтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: уйра, вӑрманта хупӑ пушмакпа, вӑрӑм шӑлаварпа ҫӳремелле, вӑрӑм курӑк хушшине кӗме тӑрӑшмалла мар, чулсем тата пӗренесем патӗнче уйрӑмах асӑрхануллӑ пулмалла. Ҫӗлене курсан тытма, хӑвалама юрамасть, лӑпкӑн кӑна айккинелле пӑрӑнмалла.

Вӗсем пӗрлешнӗ те 65 ҫул пӗрле алла-аллӑн тытӑнса утаҫҫӗ.
Ку сӑмахсем – Канаш округӗнчи Муллавар ялӗнче пурӑнакан Петровсем ҫинчен.
Геннадий Петровичпа Нина Маркеловнӑн ҫак кунсенче хӑна-вӗрле пухма харӑсах икӗ сӑлтав пулнӑ. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ. Иккӗмӗшӗнчен, ҫемье пуҫӗ Геннадий Петрович 90 ҫул тултарнӑ.
Петровсем – ялти хисеплӗ ҫемье, вӗсем ялта пуриншӗн те тӗслӗх. Мӑшӑр 6 ача ҫуратса вӗсене ура ҫине тӑратнӑ. Паянхи кун вара сумлӑ ватӑсене 13 мӑнукӗ тата 6 кӗҫӗн мӑнукӗ савӑнтараҫҫӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: петровсем иккӗшӗ те – ӗҫ ветеранӗсем. Нина Маркеловна вара «Амӑшӗн мухтавӗ» ордена та тивӗҫнӗ.
Туй тунӑранпа 65 ҫул ҫитнӗ май Петровсене округри ЗАГС пайне чыслама чӗннӗ.

Канаш округӗнчи Уҫырма ялӗнче 15 ҫулти арҫын ача кӑмака хутма тӑрсан пиҫсе кайнӑ. Ку инкек мунча хутма тӑрсан пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑрла арҫын ача кӑмакана чӗртнӗ чухне газ хатӗрӗпе усӑ курнӑ. Анчах вӑл тӑрук аллинчех ҫунма пуҫланӑ. Кайран ҫулӑм урайне, стена ҫине куҫнӑ. Юрать-ха, арҫын ача урама чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Анчах, шел те, хӑй пиҫсе кайнӑ.
Вырӑна пушарнӑйсем ҫитнӗ. Вӗсем 30 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче сарӑлнӑ ҫулӑма сӳнтернӗ. Ку ӗҫе 6 ҫӑлавҫӑ тата 2 техника хутшӑннӑ.
Ҫулӑм мунчан тӑррине тата шалти отделкине сиенлетнӗ. Арҫын ачана вара пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Палӑртса хӑварар: пӗр талӑкра ҫӑлавҫӑсем 7 пушар сӳнтернӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа вара республикӑра 585 пушар пулнӑ.
